Рейтинг@Mail.ru

П?р ху?ал?хран - ик? стипендиат. "Хресчен сасси", 04.02.2016

Нумай пулмасть республикăри пултаруллă çамрăксене чысларĕç. Ку ырă йăлана 2004 çултанпах тытса пыраççĕ. Çулсерен вĕренÿри, производствăри, спортри, ăслăлăхри тата ытти сферăри чи маттур пĕр пин çамрăка Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине парса хавхалантараççĕ, унăн уйăхри виçи - 1830 тенкĕ.

Çакна тивĕçнĕ яш-кĕрĕм патшалăх пулăшăвне çулталăкĕпех илсе тăрать. Кăçал ăна агропромышленноç комплексĕнче вăй хуракан 11 çамрăк тивĕçнĕ. Çав шутра иккĕшĕ - Елчĕк районĕнчи "Рассвет" хуçалăх водителĕсем – Вячеслав Мясниковпа Алексей Чернов.

Вячеслав Юрьевич Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен инженер-агронома вĕренсе тухнă хыççăн тăван ене таврăннă. Аслă пĕлÿллĕ каччăна производство кооперативĕнче унăн специальноçĕпе ĕç вырăнĕ пулманни те хăратман. Ара, каникулсенче хаваспах хуçалăхра тăрăшнă, йывăрлăхран, çĕр ĕçĕнчен пăрăнман. Халĕ те иртен пуçласа каçчен руль умĕнче. Шанса панă ĕçе тĕплĕ тума тăрăшать.

Алексей Михайлович та ырă сăмаха тивĕç. Тăван тăрăхра тымар янă, хуçалăхра тăваттăмĕш çул водительте вăй хурать. Çулленех вырмана хутшăнать, уй-хиртен "сарă ылтăна" кĕлете турттарать. Машина, трактор - пĕрне те тиркемест вăл, ертÿçĕсем хушнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Пултаруллă йĕкĕтсем ыттисемшĕн – ырă тĕслĕх. Çамрăксем ялта тымар яни аслă ăрăва савăнтарать. Пирĕн пуласлăх - яш-кĕрĕмре. Вĕсем пулсан хуçалăх та аталанĕ, ял та çĕр çинчен çухалмĕ.

Лариса Арсентьева,
"Хресчен сасси", 04.02.2016
MNGZ
Людмила Пономарева, по материалам ЧГСХА
Информационное агентство МАНГАЗЕЯ
Заметили ошибку в тексте?
Выделите ее мышкой и нажмите Ctrl+Enter

Добавить комментарий
Комментариев: (0)


Обувь ручной работы для мужчин

Профессиональная услуга ремонт духового шкафа whirlpool на сайте Сервис Руки

ТОП 5 новостей
За сегодня За неделю За месяц